Чувашской Республики

В.А. Милютин,

Балетейстер-педагог, этнограф,

Народный академик Чувашии,

Заслуженный работник культуры

Чувашской Республики

Чăваш ташши: алă чĕлхи

[«Аххаяс» ташă тĕслĕхĕпе]

Чăваш халăх хореографи искусстви икĕ жанра пайланать: вăйă (уяв) карти тата ташă. Жанрсем хăйсем тытăмлă тĕссем çине уйрăлаççĕ. Уяв картинче – юрă карти, ташă карти, вăйă карти, карта вăййисем; ташăра – пĕччен е мăшăрпа ташлани, хĕрарăмсен ташши, йышпа ташлани, чĕнсе кăларса е ăмăртса ташлани. Никĕсли те чи авалхи – вăйă (уяв) карти. Уяв-савăнăçпа та савăк кăмăлпа çеç çыхăнман ташă, йăла-йĕркере те – асăнни таранчченех – пĕлтерĕшлĕ вăл.

Сцена çинче чăваш ташши, халăх ташши тесе кăтартакан номерсем ытларах чух калăпланă (стандартланă ташă-вăйă çеç). «Халăх хусканăвне хурса тĕпе хывса, ÿт-пĕве мĕнле тытмаллине шута илсе тунă» тесе хаклаççĕ çав ташăсене. Чăннипе вара калăпланă ташă-вăйă(танцы-пляски) халăх ташши хăватне аякран çеç палăртать. Унăн хевти-ытарлăхне палăртма тăван халăхăн йăлаллă хореографине тĕпчеменни те такăнтарать. Халăх ташшин никĕсĕ мĕнне чухлакан çын сахал, балетмейстерсемпе хормейстерсене вара вăл питĕ кирлех те мар, унсăрăнах ташлама пулать: наци тумне тăхăнтартсан темле ташă та «халăхланать»! Тăван культурăра сăмахçăсем (фольклористсем) тата тăван чĕлхепе литературине вĕрентекенсем пысăк вырăн йышăннине шута илсен, вĕсен те паянхи кун халăх ташшин никĕсне теори шайĕнче те пулин пĕлмеллех тесе каламалла.

Хореографии культурине сиен кÿрекен тепĕр пулăм – абстрактлă «чăваш ташши». Ăна вырăн-тăрăхăн эреветне (колоритне) шута илмесĕр лартаççĕ. Тăван халăхăн кашни ушкăнĕн хăйĕн хускану чĕлхи пур – абстрактлă ташăра вара кирлĕ те мар. Юлашки вăхăтра «хальхи тÿхăç ташши» текенни те анлă сарăлчĕ. Шкулти уявсенче те çамрăк хĕрсем çара хырăм çавăрттарса темĕнле «чăваш» ташши ташлаççĕ. Спортран, уйрăмах гимнастикăран, кĕнĕ хусканусем те «халăх ташшинче» вăй илсе пыраççĕ. Эстрадăланă спорт хусканăвĕсем çамрăксене хăйсене те килĕшеççĕ – çакна та пытарар мар.

Çĕнĕлĕхсемпе тултарса хунă хальхи ташă вара халăх ташшин евĕрлĕхне кăтартакан хусканусене мантарать, йăла-йĕркепе, мешехепе çыхăннă ташăсене пăчлантарать. Çавăнпа та халăх искусствине аталантарас ыйтура ача-пăча тата çамрăксен хореографийĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çамрăк ăрăва фольклор пултарулăхне, аваллăх ытарлăхне, хусканусен кун-çулне ăнлантарсан – чăваш ташши тĕрĕс çулпа каясси пирки шанма пулать.

Тухăç Европа халăхĕсен ташшинче тĕп вырăнта – ура мĕнле хускални. Алă, кĕлетке хусканăвĕсене вара урасене аккомпанилени çеç тесе хакламалла. Вăтам Ази, Тухăç çĕршывĕсенче алăсемпе кĕлетке хусканăвĕсем малти вырăнта, вĕсен пĕрлешĕве ташă эрешне те хывать, хускану сăнарлăхне те палăртать. Чăваш ташшинче хускану сăнарлăхне алăсене кирлĕ пек тытса урасемпе тикĕссĕн ярăнтарса – шуçса – палăртаççĕ. Халăх ташшинче ритм питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл кĕвĕ-çемĕ янăравĕнче çеç мар, ташлакансем тапăртатнинче те, алă çупнинче те, такмак каланинче те палăрса тăрать.

Уйрăмах çакна асăрхаттармалла: кĕлетке хусканăвĕн чĕлхи-юрринче чăваш ташшисĕнче пуринче те курăмлă 4 пиçĕк (пластичный) элемент пур. Вĕсем тăван çут çанталăк ытамĕнче иртекен пурнăçа ытарлă мифологи тĕлĕшĕнчен ăнлантараççĕ темелле. Чăваш ташшин 4 пиçĕк элеменчĕ:

шуçса – урасене тикĕссĕн ярăнтарни. Çак пиçĕк элемент çĕлен шунине сăнарлать. Çĕлен – амалăх пуçламăшĕ. Чăваш хĕрарăмĕн тумтирĕ амалăх тытăмĕллĕ, çавăнпа тенкĕ эрешсене çĕлен хуппи тесе йышăнма пулать;

таптам – тапăртатса ташлани (урасемпе çаптарни). Аваллăх енчен таптам – чĕр чунсемпе кайăксен утти-хусканăвĕ. Ытларах чух çăткăн вĕçен кайăксене сăнарлани. Сакраллăх енчен вара урасемпе çаптарни – çĕр-аннепе калаçни;

çупă – ал çупни. Çак чĕлхен авалхи сийĕ кайăк туйне сăнарлать, вĕçен кайăксем çуначĕсене çапса мăшăр шыранине палăртать. Ал çупни каярахпа ăрăм-юмра сыхча пĕлтерĕшне те йышăннă: çупăм сасси усала хăратать;

çаврăну – пĕр вырăнта е утса çаврăнни. Чăваш ташшине хĕрарăм çаврăннипе пуçлать те çаврăннипех вĕçлет. Çаврăну ташша çамăллăх тата хăвăртлăх кÿрет. Сакраллăх енчен илсен – çаврăнни уçлăхăн пур сийĕсене те тухса кĕнине, пĕрлештернине пĕлтерет.

Ташă эрешĕнче алăсене лаăсене тытасси те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Халăх хореографийĕнче алă чĕлхи 6 тĕрлĕ. Чавашсем алслă уçлăха çут тĕнче аялти тата çÿлти тĕнчесем çине чикĕлесе уйăрнă. Ташăра алăсене мĕнле тытни шăпах çак курăмпа çыхăннă.

Пĕрремĕшĕ. Алăсене сарса çĕкленĕ, вĕсем чавсара хуçланнă, пÿрнесем куçсемпе – пĕр тан. Çак ал тытăм анатри чăваш ташшисенче анлă сарăлнă. Чăвашсен урăх этноушкăнĕсенче те унăн элеменчĕсем, пайрăшĕсем тĕл пулаççĕ.

Алăсене çÿле çĕклени тарăн та уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Çакăн манерлĕ ал хусканăвне дакота йăхĕнчи индейсен ятарлă ташшинче курма пулать: «пăсăлман хĕр-упраçсем таса-сăвап юпа патне пырса ăна сĕртĕнеççĕ те сылтăм аллине хĕвеле хирĕç çĕклесе юпа кутне хунă бизон пуç шăммине пуç таяççĕ». Ытти этнографи материалĕсенче тĕп пулать çак ал хускалу. «Браунди тата динка (Тухăç Африка) йăхĕнчи хĕрарăмсем чĕр чун мăйракисене кăтартнă чух аллисене çĕклесе-хуçлатса ташлаççĕ». Фараонсем влаçа киличченхи сĕм авалхи Египетра вара «енчен те алă тытăмĕпе мăйракасене кăтартнă пулсан, пÿрнесемпе усă курасси ытларах чух кайăк е çĕлен пуçĕсене кăтартнипе çыхăннă пулнă». Амратра тупнă ташлакан кĕлеткен аллисем шăпах «çĕлен шăввиллĕ». Çак ал хусканăвĕн пĕлтерĕшне скифсен çĕлентĕш тури те палăртать: хавхапа килĕшÿллĕн, скифсем хăйсен йăх-тымарне Гераклтан тата çурма çĕлен хĕртен кăлараççĕ.

Çÿле çĕкленĕ алăсем мĕне пĕлтерни паллă турăсем пурăнакан çÿлти тĕнче патне туртăнни çакă. «Аххаяс» чăваш ташшинче куçпа тан алăсем тата виççĕлетнĕ пÿрнесем çак авалхи йĕрсене çирĕплетсе параççĕ, алă хусканăвĕсем шăпах «çĕлен пуçĕсем» вылянине кăтартаççĕ. Чăваш йăли-йĕркинче тухăçа пăхса хĕвеле сума суса алă çĕклесси хĕвеле пуç çапнипе те, киремете чысланипе те çыхăннă.

Иккĕмĕшĕ. Чавсаласа хуçлатнă алăсене айкинелле çĕкленĕ, ал тупанĕсем кăкăр умĕнче (кăкăр эрешĕсене тытса тăнă майлăн). Çак хускану пĕрремĕш ал тытăмĕн аталанăвĕ. Сĕм авалхи Египетри ташă тĕсĕсенче тĕл пулать вăл – алăсене кăкăр тĕлĕнче е хырăм çинче тытни – ритуал хускамăн (позăн) евĕрлĕхĕ: «çĕленленĕ» ал вылявăпе кăкăрсен тытса тăраççĕ. «Аххаяс» ташăра алăсем çакнă эрешсене тытнă пек хускалаççĕ, тĕрĕссипе вара вĕсем çĕлен шунине палăртаççĕ. Ташăра çĕлен мĕнле шуни курăмлă пултăр тесе ташă пиçĕкĕ те питĕ евĕрлĕ: ташланă чух шуса утни – шуçса – çĕлен хусканăвĕпе çыхăннă. Ал хускамĕн никĕсĕнченех пуç тайнисĕм те – айăплăн, парăннăн, сумлăн, тавлăн, суннăн пуç тайнисĕм тухаççĕ. Çак пиçĕк хусканусем чăваш ташшин хореографи юмĕнче ертÿллĕ тата курăмлă.

Виççĕмĕшĕ. Алăсене чавсара хуçлатнă, пÿрнесене чăмăртанă та ал лапписене пилĕкрен тÿнтерлетсе тытнă. Несĕлсен аслă космос куравĕпе килĕшÿллĕн, этем кĕлетки – тĕнче уçлăхĕ, пилĕк вара – вăтам тĕнче, çĕр пичĕ. Алăсене çапла тытни арлăх-хĕрарăмлăха, илем-ачашлăха сăнарлать, пурнăç чăн тĕнчере иртнине кăтартать. Пилĕкленĕ алă хальхи ташăсен пиçĕк анлăшĕнче чиперлĕхĕн, чĕневлĕхĕн элеменчĕ шутланать. Çак хускам чăваш ташшисенче яланах тĕл пулать, ытларах унпа хĕрарăмсем усă кураççĕ. Хĕрарăмсем утса тухса ташласан вĕсен ирĕклĕхĕ, сăпайлăхĕ, мăн кăмаллăхĕ куç туллии. Енчен те мăшăрланса ташша ярсан тупăшу-ăмăрту пуçланать. Виççĕмĕш элемент тĕнчери халăхсен ташшисенче пур, çакă чăваш тĕнчи тĕнче культурипе питĕ тачă кăвапаланнине пĕлтерет.

Тăваттăмĕшĕ. Виççĕмĕш хускамри алăсем çĕнĕ тытăма куçни ку. Суллахай алă тÿнтер енпе пилĕк çинче – çĕр питнĕ тытнă, сылтăм алла вара ирĕклĕн янă, вăл кĕлеткепе тачăланса тăрать. Сăнарпаллăх витĕмĕпе, çак хускам хире-хирĕçлĕсен парадигмине сăнлать: аялти-çÿлти, тухăç-анăç, пурнăç-вилĕм, çутă-тĕттĕм, сылтăм-сулахай тата ыт.те. Хореографи анлăшне шута илсе çак сăнарпаллăха сулахайпа сылтăм хирĕç тăрăвне кăтартни тесе шутламалла. Сулахаййи – ырă мар пĕлтерĕшлĕ, усал-тĕсел шăпах сулахайра пытанать. Сылтăмми – ырă пĕлтерĕшлĕ, пирĕшти-управçă сылтăм хул пуççи хыçĕнче тăрать. Чăваш хĕрарăмĕсем ĕлĕк-авал хăйсен ташшисенче аллисене çавăрттарса-выляттарса мифологипе тĕнче тытăмĕн пĕрлĕхĕн чĕлхине кăтартма тăрашнă тесе те калас килет.

Паянхи кун тăваттăмĕш ал хускамне йăла-йĕркене сыхласа хăварассипе çыхăнтараççĕ: мешехесене пирĕшти-управçăсем тата ырă турăсем панă. Христианлăхра, тĕн ÿнерлĕхĕнче тамăка сулахайра кăтартаççĕ, çăтмаха – сылтăмра. Культура анлăшĕнче – хĕрарăмлăх пуçламăшĕ сулахайра, вăл вара яланах арçынлăх пуçламăшĕпе хирĕçлĕ. Хальхи чăваш ташши халăх тĕнче курăмне çеç мар, иртнин, паянхин тата пулассин пурнăç тытăмĕллĕ принципĕсене те кăтартма тăрăшать.

Пиллĕкĕмĕшĕ. Вал тăваттăмĕш хускамĕн тĕкĕрлĕ варианчĕ: сылтăм алă пилĕкрен тÿнтер енпе тытнă, сулахаййи вара ирĕклĕн усăнса тăрать. Асăрхаттармалла: 4-мĕшпе 5-мĕш хускамсене уйрăммăн пăхма юрамасть, вĕсем пĕр-пĕринпе таччăн çыхăннă. Енчен те лайăххи пур пулсан, начарри те тупăнать, ырă усала çĕнтерет. Ăнланулăх антитези: хĕвел – уйăх, тÿпе – çĕр, çĕр – шыв тата ыт.те. Хирĕç курăм сăнчăрĕ вăрăм, вăл пирĕн пурнăçра та, ăс-тăна та явалат, пурнăç (пуçламăшĕ) – вилĕм (вĕçĕ), хĕрарăм – арçын, ашшĕ – ывăлĕ, ашшĕ – ăратни – амăшĕ ăратни тата çавнашкалли. Ташлакан мăшăрсемшĕн «сулахай – сылтăм шайлашу» чăн малтан çакăн пек пĕлтерĕшлĕ: сылтăм – арçын енчи ăрат-тăван, сулахай – хĕрарăм енчи ăрат-тăван (кунта усаллăх сĕмĕ çук). 4-5-мĕш хускамсем ташша мăшарсем çеç мар, пур рат-тăван та тухнине палăртаççĕ.

Улттăмĕшĕ. Алăсене ирĕклĕн усни. Çак хускам çĕр тĕпĕнчи тĕнчен усал чĕмсусисенчен сыхлать, вĕсене сарать. 4-5-мĕш хусканăвĕсемпе тачă çыхăнура тăраканскер, ташăра çак хускам рат-тăванлăха упрама, чăваш чуне сыхласа аталантарма чĕнет. Паянхи хыт тĕнче шайĕпе виçсен, «Аххаяс» ташă чăваш тĕнчине – халăхне тата культурине – упраса хăварма йыхравлать, çак ăнтăлăва палăртать.

Асра тытмалла: ташă – ирĕклĕ, çав вăхăтрах харпăр сĕмлĕ культура, çын тата халăх мĕнле аталаннине яр кăтартакан сăнар-паллăлăх.

Ташă хусканăвĕн, алă вылявĕн чи авалхи сĕмĕсене, пĕлтерĕшĕсене, мĕне сăнарланисене тĕрĕссипе пĕлместпĕр эпир. Çапах та сисĕм шайĕнче чи авалхи сий юлнах. Эпĕ темле халăх ташшисене те курнă, вĕсенче алă вылявĕ яланах пĕлтерĕшлĕ, ахаль пустуй суллашни çук, пурте вырăнлă, пĕлтерĕшлĕ. Манăн шухăшпа, эпир алă чĕлхин пĕлтерĕшне маннă пулин те, ал хусканăвĕн вылявне вара манăçман, сĕм авлхи хусканусем паян кунчченех чĕрĕ.

Ташă искусстви хăй тĕллĕн уйрăммăн пулмасть те, аталанмасть те. Вăл халăх юррипе, сăмахлăхĕпе, хальхи вăхатра литертурăпа та таччăн пĕтĕçсе аталанать. Çак аталанăвăн ташă культурин авлхи сийне никĕс пек упраса хăвармалла, ăна улăштармалла мар, çĕнĕ элементсене аваллăхран кăлармалла, ташăра вĕсен пĕр-пĕринпе çыпăçăнса-шайлашăнса тăмалла.